Разделы презентаций


Нестер Кириллович Янкас ?ырав?? пултарул?х? презентация, доклад

Содержание

МБОУ "Убеевская СОШ" Красноармейского района Васильева В.В., Петрова С.В.Манăҫми Нестĕр ЯнкасТухăҫлă та ăнăҫлă ĕҫленĕ сăвăҫ Унăн «Чапаев вилĕмĕ», «Тимĕрҫĕхĕрĕ», «Мавзолей» тата ытти сăввисене шкулта вĕренеттĕмĕр,сцена ҫинчен калаттăмăр. Георгий Ефимов: Чăваш халăх

Слайды и текст этой презентации

Слайд 1МБОУ "Убеевская СОШ" Красноармейского района Васильева В.В., Петрова С.В.

Нестер Кириллович

Янкас - чăвашсен паллă çыравçи




МБОУ

Слайд 2МБОУ "Убеевская СОШ" Красноармейского района Васильева В.В., Петрова С.В.


Манăҫми Нестĕр

Янкас
Тухăҫлă та ăнăҫлă ĕҫленĕ сăвăҫ
Унăн «Чапаев вилĕмĕ», «Тимĕрҫĕ
хĕрĕ», «Мавзолей»

тата ытти
сăввисене шкулта вĕренеттĕмĕр,
сцена ҫинчен калаттăмăр.

Георгий Ефимов: Чăваш халăх поэчĕ

1909 -1942

МБОУ

Слайд 3МБОУ "Убеевская СОШ" Красноармейского района Васильева В.В., Петрова С.В.

Пулас поэт 1909 ҫулхи нарăсăн 20-мĕшĕнче Красноармейски районĕнчи Янкас ялĕнче

вăтам хресчен ҫемйинче ҫуралнă. Сакăр ҫулта шкула кайнă.
Илемлĕ литературăна мĕн ачаран юратнă.

Ҫын пуласси ачаран паллă

Нестер Янкас урамĕ

МБОУ

Слайд 4МБОУ "Убеевская СОШ" Красноармейского района Васильева В.В., Петрова С.В.

Тăван кил,

тăван ял
Поэт ҫак ҫуртра
1921-1930
ҫулсенче пурăннă
Ҫавал шывĕ – тĕкĕр…


Тăлăпа ҫӳреҫҫĕ унтах лашасем…
Вĕтлĕх ахăлтатрĕ таврара – ян-ян…
Чунтан юратнă вăл тăван тавралăха.
Ӳсерехпе хăйĕн сăввисенче кăтартнă ăна.
МБОУ

Слайд 5МБОУ "Убеевская СОШ" Красноармейского района Васильева В.В., Петрова С.В.

Нестер Янкасăн чăн-чăн хушамачĕ – Ефимов. Вĕсем нихҫан та

ҫĕрме пуян пулман, мĕн пуррине хăйсен ĕҫчен аллипе тунă. Аслашшĕн 7 хĕр те пĕр ывăл пулнă. Ефимовсен ҫемйине пурĕ те 2 ятак ҫĕр тивнĕ. Нестер Янкасăн ашшĕ Кирилл Ефимович. Унăн виҫĕ ывăл пулнă - 4 ятак ҫĕр.



Тăван тăваллах туртать

МБОУ

Слайд 6МБОУ "Убеевская СОШ" Красноармейского района Васильева В.В., Петрова С.В.
Ашшĕ
Ефимов Кирилл

Ефимович
(1879-1933)
Амăшĕ
Акулина Захаровна
(1880-1928)

Йăх йывăççи
Митрофан
(пиччĕшĕ)
(1906-1938)
Нестер
(1909-1942)
Григорий
(шăллĕ)
(1919)
Анна
(йăмăкĕ)
(1911)
Лиза
(йăмăкĕ)
(1916-1938)

Михаил
(вилнĕ)
Ефим
Иван
Иван

МБОУ

Слайд 7МБОУ "Убеевская СОШ" Красноармейского района Васильева В.В., Петрова С.В.
Тамара
Владимир
Раиса
(1933)
Инна
Петр (2.12

1934)
Ветеринари наукисен
докторĕ: профессор

Митрофан (1906-1938) (поэтăн пиччĕшĕ)
Еремеева
Федора (арăмĕ)

МБОУ

Слайд 8МБОУ "Убеевская СОШ" Красноармейского района Васильева В.В., Петрова С.В.

Юратнă ҫемйи

Нестер Янкас ҫемьепе тата ҫемье тусĕсемпе
1935 ҫулта Нестер Янкас

филармони
артисткипе Анна Малышкинăпа пĕрлешет. Мăшăрĕ умлă-хыҫлах 2 ывăлпа пĕр хĕр ҫуратса упăшкине питĕ савăнтарнă. Телейлĕ ашшĕсенчен чи телейли туса хунă.
Анчах та Нестер Янкаса репрессиленĕ ҫулах, 1941-мĕш ҫулхи сивĕ кĕркунне, 6 ҫула пуснă Сетнерĕн, 4 ҫулхи Валерин, 2-ри Розăн кун-ҫулĕсем татăлнă: выҫăпа, килтен хăваласа кăларнăскерсен сивĕпе вăйĕсем чакнă, сывлăхĕсем хавшанă, больницăна хуни те ҫăлайман.
Каярахпа Анна Малышкина Николай Комиссаров артиста качча тухнă. Унпа Толя ятлă ывăл ҫуратса ӳстернĕ.
МБОУ

Слайд 9МБОУ "Убеевская СОШ" Красноармейского района Васильева В.В., Петрова С.В.
Ҫемье –

чун ăшши
Ефимов
Нестер
Кириллович
Анна
Малышкина
Сетнер
Валерий
Роза

МБОУ

Слайд 10МБОУ "Убеевская СОШ" Красноармейского района Васильева В.В., Петрова С.В.




Анна (1911)

(поэтăн йăмăкĕ)

Раиса
Мария
Леонид
Захар

МБОУ

Слайд 11МБОУ "Убеевская СОШ" Красноармейского района Васильева В.В., Петрова С.В.

Григорий Кириллович

Кириллов (поэтăн шăллĕ)
Александр
Надя
Валерий
Лиза
Катя
Арăмĕ – Марина
Владимировна
Мартынкасси хĕрĕ

Юратнă ҫемйи

МБОУ

Слайд 12МБОУ "Убеевская СОШ" Красноармейского района Васильева В.В., Петрова С.В.

Пĕрремĕш сăвă

– пĕрремĕш утăм
Нестер нумай вуланă,

сăвăсене пăхмасăр калама юратнă. Литература, истори предмечĕсене юратнă. Шкулта «Пучах» ятлă стена хаҫачĕ тухса тăнă.
Вăл редколлегире пулнă. Хаҫатăн пĕр номерĕнче унăн пĕрремĕш сăвви Вируй псевдонимпа тухнă.

Эх, илемлĕ ешĕл улăх
Хĕвелпе ҫиҫет чĕрем.
Ҫавал шывĕ тăрă, тулăх
Ҫыранне витет ҫерем.


МБОУ

Слайд 13МБОУ "Убеевская СОШ" Красноармейского района Васильева В.В., Петрова С.В.

___________






Нестер Кириллович Ефимов
Вируй
Кирилл
Неçукĕ
Нестер
Янкас
Ашмарин словарĕнче
«Янкас»

сăмаха ҫапла
ăнлантарса ҫырни пур:
«Янкас – юмахри герой,
Янкас – йăх ячĕ».
Йăх ячĕ пулнине ҫирĕп-
летейместпĕр. Анчах та
пурăннă пулсан, Н.Ян-
кас «чăнах та юмахри
паттăр» тенине тивĕҫ
пулма пултарнă.
МБОУ

Слайд 14МБОУ "Убеевская СОШ" Красноармейского района Васильева В.В., Петрова С.В.
Вĕреннĕ, ăста

пулнă
- Малтан тăван ялти пуҫламăш шкулта,
- унтан Упири 6

ҫул вĕренмелли шкулта,
каярахпа 2 ҫул хушши Ҫĕрпӳри 2 сыпăк-
лă шкулта вĕреннĕ.
- 1926 ҫулта вăл Шупашкарти типографи
ҫумĕнчи ФЗО шкулне вĕренме кĕнĕ.
МБОУ

Слайд 15МБОУ "Убеевская СОШ" Красноармейского района Васильева В.В., Петрова С.В.


1928 ҫулта типографире наборщик пулса ĕҫлеме тытăннă.
1930 ҫулта «Сунтал» журнал

редакцине ĕҫлеме илнĕ.
1932 ҫулта Самар хулинчи Мяги ячĕпе хисепленекен типографире кĕнеке калăплакан редактор пулса ĕҫленĕ. Вăтам Атăл крайĕнче чăвашла тухса тăнă «Колхозник» хаҫат редакцийĕ ҫумĕнче литература пĕрлешĕвĕн ĕҫне хастар хутшăннă.
1934 ҫулта Чăваш писателĕсен ҫĕнĕрен чăмăртаннă организацийĕн йышне кĕнĕ. Ҫавăнтан вара СССР писателĕсен союзĕн членĕ шутланнă.
1934 ҫулта Чăваш кĕнеке издательствинче кĕнеке калăплакан редактор, унтан «Сунтал» журнал редакцийĕн ответлă секретарĕ пулса мĕн виличченех ĕҫленĕ.

Ăсти епле - ĕҫĕ ҫапла

1936 ҫулхи 5-мĕш номерĕнче
«Юрă» сăвви тухнă

МБОУ

Слайд 16МБОУ "Убеевская СОШ" Красноармейского района Васильева В.В., Петрова С.В.

1941 ҫулта Сталин вăхăтĕнчи синкерлĕ саманана пула, Нестер

Янкасăн пурнăҫ шăпи кутăнла ҫаврăнса килет. Октябрĕн 21-мĕшĕнче Чăваш Республикин Аслă Сучĕн приговорĕпе ăна нумайлăха тĕрмене хупнă. Вăл Свердловск облаҫĕнче Анат Тагил хулинчи ĕҫлесе юсанмалли лагерьте нушаланнă.
1942 ҫулхи декабрĕн 27-мĕшĕнче чĕри начар ĕҫленипе вилнĕ.
Ун чухне вăл 33-ре пулнă.
Вил тăприйĕн вырăнне никам та пĕлмест.
Н. Ершов

Синкер кунĕсем

МБОУ

Слайд 17МБОУ "Убеевская СОШ" Красноармейского района Васильева В.В., Петрова С.В.
Тусу пултăр

хăвăнтан маттур
Юлташĕсемпе ҫыру ҫӳретнĕ
Н. Янкас ҫыравҫăсемпе пĕрле

МБОУ

Слайд 18МБОУ "Убеевская СОШ" Красноармейского района Васильева В.В., Петрова С.В.
Вăл суйнине,

улталанине, икĕ питленнине, ҫынна ҫын пусмăрланине питĕ сивлетчĕ. Ҫыравҫăсенчен Маяковский

поэзине, М.Горькине хаклатчĕ, Байрона асăнатчĕ.
Г.К. Кириллов, ҫыравҫă, шăллĕ

Тухăҫлă та ăнăҫлă ĕҫленĕ сăвăҫ. Унăн «Чапаев вилĕмĕ», «Тимĕрҫĕ хĕрĕ», «Мавзолей» тата ытти сăввисене шкулта вĕренеттĕмĕр.
Георгий Ефимов, Чăваш халăх поэчĕ


Н. Янкас пирĕн вăхăта пурăнса ҫитеймерĕ. Унăн произведенийĕсем сăвăҫăн, калавҫăн, редакторăн пархатарлă ĕҫне халăх хушшинче усраҫҫĕ. Халăх хушшинче усранакан ĕҫ - вăл ырă ĕҫ.
В. Долгов

Паллă ҫынсем Н.Янкас ҫинчен

МБОУ

Слайд 19МБОУ "Убеевская СОШ" Красноармейского района Васильева В.В., Петрова С.В.
Эп телейлĕ

пулăттăм,
Йĕрĕттĕм те кулăттăм,-
Чуншăн ҫывăх сăввăма
Савнă ҫĕрĕм-шывăм ман,
Сарă хĕр пек

савăнса
Тараватлă йышăнсан.
Н. Янкас



МБОУ

Слайд 20МБОУ "Убеевская СОШ" Красноармейского района Васильева В.В., Петрова С.В.

Н. Янкас

– литература лаҫҫинче
Пĕтĕмпе те 34 ҫула яхăн ҫеҫ пурăннă. Ҫапах
та

кĕске кун-ҫулĕнче 9 кĕнеке кăларса
хăварма ĕлкĕрнĕ.

«Сăвăсем»
1932

«Сăвăсем»
1930

«Викторпа шăнкăрч»
1931

«Иккĕмĕш парне»1941

«Сăвăсем»
1935

«Парне»
1940

МБОУ

Слайд 21МБОУ "Убеевская СОШ" Красноармейского района Васильева В.В., Петрова С.В.

Н. Янкас

– поэт-лирик
1929 ҫулта вăл «Ӳкĕтлĕ каҫ» поэма ҫырнă.
Ҫакăн пек

лирикăлла поэмăсем шутне Н. Янкасăн «Шурăмпуҫ, «Ялта» хайлавĕсене кĕртме пулать.
Эпосла туртăмпа сăмах ваклани «Михаҫ», «Мухтавлă вилĕмре» лайăх палăрать.
Поэтăн «Юлашки юхха», «Зейнаб» поэмăсем те пур.
Ача-пăча валли ҫырнă сăвăсем: «Вихтăрпа шăнкăрч» тата «Чапаев вилĕмĕ»…

МБОУ

Слайд 22МБОУ "Убеевская СОШ" Красноармейского района Васильева В.В., Петрова С.В.

Н. Янкас

– прозаик
Юлашки тапхăрта Н.Янкас прозăра та вăй

хунă: вăл 10 яхăн калав-очерк пичетленĕ. Вĕсенчен паллăраххисем: «Катя», «Сăрнаев», «Телейлĕ ҫул», «Тыткăнра». Ҫак калавсене Н.Янкас 1938-1940 ҫулсенче ҫырнă. Вĕсенчен чи вăйли, чи пахи – «Катя».


МБОУ

Слайд 23МБОУ "Убеевская СОШ" Красноармейского района Васильева В.В., Петрова С.В.

Н. Янкас

– куҫаруҫă
Ăсталăха вĕренес тесе, ытти халăх литературине

хамăр халăх хушшине сарас тесе поэт тăлмач ĕҫне юратса туса пынă. Вăл А.Пушкин, М.Лермонтов, Т.Шевченко, Джамбул Джамбаев, М.Гафури ҫырнисене чылай куҫарнă, унăн ытти сăвăҫсен уйрăм хайлавĕсене чăвашлатни те пур.


МБОУ

Слайд 24МБОУ "Убеевская СОШ" Красноармейского района Васильева В.В., Петрова С.В.
Н.Янкас ячĕпе

хисепленекен премипе 1991 ҫултан пуҫласа чысланă
Н.Янкас ячĕпе

хисепленекен преми тĕллевĕ ҫакăн пек: чăваш культурипе искусствине, литературипе чĕлхине аталантарас, культурăпа истори палăкĕсене упрас, халăхсен туслăхне ҫирĕплетес, ӳссе ҫитĕнекен ăрăва тĕрĕс-тĕкел воспитани парас, уйрăм ҫынсен пултарулăхне аталантарас, наци культурин ҫитĕнĕвĕсене халăх хушшине сарас енпе хавхалантарасси.
МБОУ

Слайд 25МБОУ "Убеевская СОШ" Красноармейского района Васильева В.В., Петрова С.В.
Нестер Янкас

музейĕ
Нарăсăн 25-мĕшĕнче Нестер Янкас ҫуралнăранпа 90

ҫул ирттернĕ каҫ (1999 ҫул), Янкасри Культура ҫурчĕн II хутĕнчи пĕр пӳлĕмре музей уҫнă. Музейра Н.Янкасăн художник ӳкернĕ пысăк портречĕ тата бюсчĕ паллă вырăн йышăнаҫҫĕ. Вĕсене Н.Иванов художник пурнăҫланă. Ҫавăн пекех кунта сăвăҫпа ҫыхăннă документсем, сăнӳкерчĕксем, кĕнекисем пур. Н.Янкас премийĕн лауреачĕсем ҫинчен те пĕлме пулать.
МБОУ

Слайд 26МБОУ "Убеевская СОШ" Красноармейского района Васильева В.В., Петрова С.В.
Н.Янкас сăввисемпе

хывнă юрăсем
Г.Хирбю, И.Степанов, Г.Алексеев тата ытти композиторсем те

лирикăлла юрăсем кĕвĕленĕ.
Чун юрри, чĕре юрри
Пархатарлăн юхтăр-и
Ĕҫ ҫыннишĕн яланах
Ĕҫ юлташĕ пултăр-и! – тесе ҫырнă манăҫми поэт


МБОУ

Слайд 27МБОУ "Убеевская СОШ" Красноармейского района Васильева В.В., Петрова С.В.
Упи

енре ҫуралнă, ӳснĕ
Тăван поэтăмăр Янкас.
Ăна юратнă,

хисепленĕ
Хули, сали, йăмраллă каҫ…
…Эс пурăн, пурăн, тус-тăванăм,
Сăваплă халăх чĕринче.
Ир-каҫăн чан сасси янранăн
Сассу сан янрĕ ҫĕр ҫинче.

Леонтий Семенов



МБОУ

Обратная связь

Если не удалось найти и скачать доклад-презентацию, Вы можете заказать его на нашем сайте. Мы постараемся найти нужный Вам материал и отправим по электронной почте. Не стесняйтесь обращаться к нам, если у вас возникли вопросы или пожелания:

Email: Нажмите что бы посмотреть 

Что такое TheSlide.ru?

Это сайт презентации, докладов, проектов в PowerPoint. Здесь удобно  хранить и делиться своими презентациями с другими пользователями.


Для правообладателей

Яндекс.Метрика